Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 3:16 - Синодальный НЗ

16 Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 3:16
81 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ». Еммануил тени «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет.


Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.


Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ.


Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ.


Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.


Пуш хирте Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Иисус тискер кайӑксем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.


Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.


Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ.


Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ».


Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»


Вара тӳперен ангел курӑнса Ӑна вӑй-хӑват панӑ.


Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.


Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.


Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.


Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.


Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.


Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».


Эй, Аттем! Тӗнче пуличченех Сан патӑнта Эпӗ мухтавлӑччӗ. Халӗ Эсӗ Мана татах Хӑвӑн патӑнти мухтавлӑхна кӑтарт.


Вӑл унта шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах кайнӑ. Пӗри Иисус выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ.


– Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир?


Ҫакна Иерусалим ҫыннисем пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ана вырӑнне тӑван чӗлхипе вӗсем Акелдама тесе ят панӑ, ку вӑл Юн Ани тени пулать.


Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм.


Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.


Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.


Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ.


«Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ».


Ҫук. Пӑрахӑҫламасть. Турӑ чӑн, кирек епле этем те вара ултавлӑ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑннине калатӑн, ҫавӑнпа Хӑвна айӑплакансене Эсӗ ҫӗнтерӗн».


Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.


Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.


Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.


Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ.


Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та – виҫсӗмӗр те – сирӗн патӑрта Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине килтерни «ҫапла» е «ҫук» тени мар, татӑклӑн «ҫапла» тени пулать.


Мӗншӗн тесен Петра ӳт кастарнисем хушшинче вӗрентме пулӑшакан Турӑ мана та ытти халӑхсем хушшинче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремешкӗн пулӑшса пычӗ.


Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.


Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.


Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.


Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.


Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос.


Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп.


Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр.


Усалӑн ӗҫӗсем вӑрттӑн пуҫланнӑ та ӗнтӗ, анчах халӗ ӑна чарса тӑраканӗ пур. Ҫав чарса тӑракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха.


Ӗненӳ вӑрттӑнлӑхне вӗсем таса чунӗсенче упраччӑр.


Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.


Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.


Паллӑ ӗнтӗ, пил паракан пил илекентен аслӑрах.


Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ;


Пророкла каланисем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн пулнине Турӑ пророксене уҫса панӑ. Ҫӳлтен аннӑ Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем халӗ сире ҫавӑн ҫинченех ӳкӗтлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫӳлти ангелсем те ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлесшӗн.


Тӗнчене пултаричченех Ӑна парнелӗхе палӑртса хунӑ, анчах та сире ҫӑлмашкӑн Вӑл юлашки вӑхӑтсенче ҫеҫ ҫӗр ҫине килнӗ.


Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.


Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,


Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.


Мӗншӗн тесен чӗрӗлӗх паракан килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, курни-илтнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эпир сире Атте Турӑри ҫав ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх хамӑр патӑра килни ҫинчен хыпарлатпӑр.


Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илмешкӗн килнине, Унра ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.


Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.


Ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑ: «Ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, ирсӗрлӗхсен амӑшӗ – аслӑ хула Вавилон».


«Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? – тесе ыйтрӗ манран ангел. – Эпӗ сана ҫак хӗрарӑм тата вӑл утланнӑ ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑп.


Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ