«Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ.
Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ иккенне хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. Эпир тӑрӑшнипе ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн Сывлӑшӗпе ҫырнӑ. Ӑна чул хӑма ҫине мар, этем чӗрисем ҫине ҫырнӑ.
Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ.
Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать.
Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле.
Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».
Эсир те чӗрӗ чул евӗрлӗ. Чун-чӗм ҫуртне купаланӑ чухне Турра хӑвӑрпа усӑ курма парӑр. Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ чун-чӗм парнисем кӳмешкӗн ҫав ҫуртра сирӗн сӑваплӑ священниксем пулмалла.
Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ?