12 Чиркӳри пулӑшуҫӑ та пӗрре кӑна авланнӑ ҫын пулмалла. Вӑл ачи-пӑчине те, хуҫалӑхне те лайӑх пӑхаканскер пултӑр.
Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Филиппӑри мӗн пур ӗненекенсене тата чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе диаконсене:
Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле.
Ҫавнашкалах диаконсем те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр.