Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 2:7 - Синодальный НЗ

7 ытти халӑхсем хушшине сармашкӑн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол пулма суйланӑ. Эпӗ суймастӑп, Христос умӗнче чӑннине калатӑп! Мана Турра пӗлмен халӑхсене чӑнлӑхпа ӗненӳ ҫинчен каласа вӗрентме суйланӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 2:7
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эпир тупмалла марах ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? – тесе калаҫнӑ иудейсем. – Тен, Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсене, унтан тата грексене вӗрентсе ҫӳресшӗн?


Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.


Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“».


Эпӗ чӑн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултӑм. Унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата ытти халӑхсене ӳкӗнсе Турӑ енне ҫавӑрӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм.


Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ.


Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать.


Анчах та ху ӗненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Ӳкӗтлесе вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтеес?


Эй, ытти халӑх ҫыннисем! Халӗ вара сире калатӑп. Эпӗ ытти халӑхсен апостолӗ пулнӑ май хама пӳрнӗ ӗҫпе мухтанатӑп.


манӑн ытти халӑхсемшӗн Иисус Христос тарҫи пулмалла, священник тивӗҫӗпе вӗсене Туррӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентмелле. Эпӗ Турра пӗлмен халӑхсене Турра кӳретӗп. Святой Сывлӑшпа сӑваплатса кӳнӗ ҫав парнем Турра юрӑхлӑ пултӑр.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет:


Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им?


Эпӗ суйманнине Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Ашшӗ тата Турри пӗлет.


Турӑ умӗнче калатӑп: сирӗн пата ҫырнинче суеҫтерни ҫук.


Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук.


Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ.


Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем Турра чунтан парӑннӑ Авраампа пӗрлех пиллӗх илеҫҫӗ.


Ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол, ытти халӑхсен вӗрентӳҫи тунӑ.


Турра хисеплеменнисен авалхи тӗнчине те Вӑл хӗрхенмен, шыв илтернӗ. Турӑ ун чухне сакӑр чуна кӑна – тӳрӗлӗх ӳкӗтлевҫи Нойпа унӑн кил-йышне кӑна – упраса хӑварнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ