Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 2:4 - Синодальный НЗ

4 Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 2:4
32 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.


Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.


Ҫылӑхсене каҫарса ҫӑлӑнасси ҫинчен те эсӗ Унӑн халӑхне каласа ӑнлантарӑн.


„Эсӗ эппин хула ҫумӗнчи тӗттӗм, пушӑ ҫул-йӗрсем тӑрӑх кай та тӗл пулакансене хистесех кунта чӗн, килӗм тулли хӑна пултӑр, – тенӗ хуҫи чурине.


Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.


«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.


Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа сӑвапласа тасат: Санӑн сӑмаху – чӑнлӑх.


Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.


Ҫав хушӑрах тата сирӗн ӗненӗвӗре курнипе тӑван халӑхӑм ҫыннисем тӑрӑшма пуҫлаччӑр тетӗп. Тен, ҫапла майпа вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫӑлса хӑварайӑп?


Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.


Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.


Вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӗрентӳсем хыҫҫӑн хӑваласа чӑнлӑх мӗнне пӗлеймесӗрех юлаҫҫӗ.


Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!


Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ.


Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть.


Анчах та сирӗн чӗрӗрте хаяр кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑха пӑсса ан суйӑр.


Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет.


Ватӑ ҫынран – хисеплӗ хӗрарӑмпа унӑн ачи-пӑчи патне. Эпӗ сире чӑнласах юрататӑп. Сире эпӗ кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнакансем пурте юратаҫҫӗ.


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ