15 Анчах та хӗрарӑм ача ҫуратса ӳстерсе ҫӑлӑнма пултарать. Паллах, ҫӑлӑнас тесессӗн унӑн ӗненсе, юратса, таса, виҫине пӗлсе пурӑнмалла.
Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ.
Чаплӑ мар текен ӳт-пӳ пайӗсене вара эпир питӗ асӑрхаса упратпӑр.
Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.
Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.
Тата хӗрарӑмсем те тирпейлӗ тумтирпе ҫӳреччӗр, вӑтанма, таса шухӑшлӑ пулма пӗлччӗр. Ҫӳҫне-пуҫне капӑрлатас, ылтӑнпа тата ӗнчӗпе илемленес, чаплӑ тум тӑхӑнас вырӑнне
Ҫав ырӑлӑх пире кунти пурӑнӑҫра Турӑсӑр ӗҫсене тата ку тӗнче киленӗҫне пӑрахӑҫласа, таса шухӑшлӑ та тӳрӗ, Турра хисеплесе пурӑнма вӗрентет.
Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.