1 Чи малтанах эпӗ сана ҫакна каласшӑн: мӗн пур ҫынсемшӗн Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, йӑлӑнӑр, тав тӑвӑр.
Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.
Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.
Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр.
Мӗншӗн тесен эпӗ сире чӑн малтанах хам мӗн йышӑннине патӑм: Ҫырнинче каланӑ пекех, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ.
Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп.
Хамӑр Хуҫамӑр Иисус Христос ячӗпе яланах Атте Турра пуриншӗн те тав тӑвӑр,
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
Эпир сире юратнӑ пекех, Хуҫа Турӑ сире пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ.
Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.
Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет.
Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать.
Хуҫа Турӑ чурин хирӗҫмелле мар, пуринпе те сӑпайлӑ пулмалла, ӳкӗтлеме пӗлмелле, ҫилӗ тытмалла мар.
Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ.
Вӗсем пуринпе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса, хӑйсене пур ҫынпа та йӑваш тыткалаччӑр.
Эпир сирӗнтен кашниех тулли шанчӑклӑ пулмашкӑн вӗҫне ҫитичченех ҫавнашкал тӑрӑштӑр тетпӗр;
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!