Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ.