Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 1:4 - Синодальный НЗ

4 Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 1:4
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ.


Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.


Карчӑк-кӗрчӗкӗн юрӑхсӑр сӑмах-юмахне итлессинчен пӑрӑн, Турра хисеплессине аталантар.


Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл.


Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн.


Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ.


Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.


Ӑссӑр та айван тавлашусене ан хутшӑн: вӗсем хирӗҫӳ кӑларнине эсӗ хӑвах пӗлетӗн.


Юмах юптарнине юратса, тӗрӗс сӑмахран пӑрӑнӗҫ.


Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!


Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна.


Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.


Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ