Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.
Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ.