Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 1:2 - Синодальный НЗ

2 ӗненӳри чӑн-чӑн ывӑлӑма Тимофея. Сана Атте Туррӑмӑрпа Христос Иисус Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет тата канӑҫлӑх пултӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 1:2
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.


Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.


Тимофей тӑванӑмӑра вара, Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе Турӑшӑн вӑй хуракан ӗҫри юлташӑмӑра, сире хавхалантарса ӗненӗвӗре ҫирӗплетме ятӑмӑр.


Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ.


Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ,


Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн.


ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.


Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисусри ырӑлӑхпа тӗреклен.


ватӑсем сыхӑ, мӑнаҫлӑ тата таса шухӑшлӑ пулччӑр; ӗненӳре, юратулӑхра, тӳсӗмлӗхре ҫирӗп пулччӑр.


Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсӑра та тивлет пултӑр! Аминь.


Сире, чӑнлӑхпа тата юратулӑхпа пурӑнакансене, Атте Турӑран тата Унӑн Ывӑлӗнчен Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.


Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.


Сире нумай-нумай ырӑлӑх, канӑҫлӑх, юратулӑх сунатӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ