18 Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ,
Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ.
Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.
Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и?
Ырӑ Хыпар сарас ӗҫре Тимофей мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑчӗ. Вӑл ӗҫпе тӗрӗсленнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
ӗненӳри чӑн-чӑн ывӑлӑма Тимофея. Сана Атте Туррӑмӑрпа Христос Иисус Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет тата канӑҫлӑх пултӑр.
Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.
Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.
Турӑ пултарни вара йӑлтах лайӑх, тав туса йышӑнсассӑн йӑлтах аван,
Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн.
ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.
Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм.
Эпӗ ӗненӳри ывӑлӑмшӑн, Онисимшӑн, тархаслас тетӗп. Кунта, тӗрмере, эпӗ уншӑн чун-чӗм ашшӗ пулса тӑтӑм.