Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 1:15 - Синодальный НЗ

15 Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 1:15
41 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ».


«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.


Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».


„Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».


Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ.


Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.


Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.


Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».


Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ.


Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.


Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ.


Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».


Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ.


Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса.


Сире усал ӗҫӗрсенчен сыхласа хӑварас тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса сире пиллеме чи малтан янӑ».


Ҫав хушӑрах тата сирӗн ӗненӗвӗре курнипе тӑван халӑхӑм ҫыннисем тӑрӑшма пуҫлаччӑр тетӗп. Тен, ҫапла майпа вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫӑлса хӑварайӑп?


Эпир халсӑр чухне Христос пирӗншӗн, Турра хисеплемен ҫынсемшӗн, палӑртса хунӑ вӑхӑтра вилнӗ.


Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп.


Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.


Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.


ӗненӳллӗ те таса чунлӑ пул. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав пахалӑхсене ҫухатрӗҫ те, вӗсен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланчӗ.


Чӑннипех, кам чиркӳ пуҫлӑхӗ пуласшӑн, ҫав ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн.


Сӑмахӑм тӗрӗс, ӑна пурте тӗппипех йышӑнма тивӗҫ.


Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп:


Ҫак сӑмахсем чӑн: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрлех чӗрӗлӗхлӗ пулӑпӑр.


Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.


Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.


Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илмешкӗн килнине, Унра ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.


Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.


Ҫирӗплетсе калани вара ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ – Ывӑлӗнче.


Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.


Унтан мана ангел: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн. Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене пӗлтермешкӗн сӑваплӑ пророксен Хуҫа Турри Хӑйӗн ангелне ячӗ», – терӗ.


Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ