Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 1:13 - Синодальный НЗ

13 Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 1:13
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ.


Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.


Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм.


Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп.


Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ.


Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ.


«Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ.


«Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр.


Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп.


Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.


Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм.


тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер.


Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.


Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.


Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ