Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.
Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.