9 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет.
Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.
Ӗлӗк-авал, Ной вӑхӑтӗнче, карап тунӑ чухне, Турӑ ҫав чунсем пӑхӑнасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ пулин те, вӗсем пӑхӑнман. Вара карап ҫине нумаййӑн та мар, саккӑрӑн ларнӑ та шыв ҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ.
Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла.
Тата ҫакна астӑвӑр: Хуҫамӑр хӗрхенсе чӑтни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. Турӑ панӑ ӑс-хакӑлпа ун пирки сирӗн патӑра савнӑ Павел тӑванӑмӑр ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.