5 Ҫапла шухӑшлакансем Турӑ сӑмахӗ чӑн малтан тӳпене те, ҫӗре те шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ,
Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Вӑл пуринчен малтанах пур, пурне те Вӑл тытса тӑрать.
Ӗненӗве пула эпир ҫут тӗнчене Турӑ Хӑй сӑмахӗпе пултарнине, курӑнманнинчен курӑнаканни пулса кайнине пӗлетпӗр.