3 Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ.
Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.
Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.
Ҫакна пӗлсе тӑр: юлашки кунсенче йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ.
Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ.
Анчах та ҫакна малтанах пӗлсе тӑрӑр: Ҫырнинчи пророкла сӑмахсене никам та хӑй тӗллӗн ӑнлантарса параймӗ.
Ӳт-пӳ хистенин пӑсӑклӑхӗ хыҫҫӑн каякансемпе, тӳпери влаҫсене ним вырӑнне те хуманнисемпе мӗн тумаллине вара Турӑ тата лайӑхрах пӗлет. Ҫавнашкаллисем чӑрсӑрланма, кутӑнлашма юратаҫҫӗ, ҫӳлти ангелсене хурлама та именмеҫҫӗ.
Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр.
Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, нӑйкӑшаҫҫӗ, Турра хисеплемесӗр тата Турӑ йӗркине пӑсса ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ, хӑйсене усӑллӑ чухне йӑпӑлтатма та именмеҫҫӗ.
«Юлашки вӑхӑтсенче, – тенӗ апостолсем, – хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене тултаракан хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ».