Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.
Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Ҫапла вара, ху еплерех чун ҫӳллӗшӗнчен ӳкнине аса ил те ӳкӗн, малтанхиллех ӗҫлесе пурӑн. Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫутаткӑҫна вырӑнӗнчен хускатӑп.