Петрӑн 2-мӗш 3:16 - Синодальный НЗ16 Ытти мӗн пур ҫырӑвӗсенче те вӑл ҫавӑн ҫинченех калать. Унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та пӗли-пӗлми калаҫакан, ҫирӗп ӗненмен ҫынсем Павел ҫырӑвӗсене, Ҫырнинчи ытти вырӑнсем пекех, пӑсса ӑнлантараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен пӗтмелле пулӗ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.