Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 2-мӗш 3:11 - Синодальный НЗ

11 Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 2-мӗш 3:11
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Ҫиле те, тинӗсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчӗ-ши Ку?» – тенӗ вара ҫынсем тӗлӗнсе.


Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах.


Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар.


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.


Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара – ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр.


Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.


Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр.


Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл.


Кам та кам урӑхла вӗрентет, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗсемпе тата Турра хисеплемелли вӗрентӳпе килӗшмест, –


Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх.


Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».


Вӑл хӑйне тӗкӗр ҫинче курать, анчах та тӗкӗр умӗнчен кайнӑ-кайман хӑй сӑнне манса каять.


Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр.


Пачах та урӑхла, хӑвӑра чӗнсе илнӗ Турӑран тӗслӗх илсе, пур тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пулӑр.


Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.


Хамӑра мухтавӗпе тата ырӑлӑхӗпе Чӗнсе илекене пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пынӑ пирки Турра хисеплесе пурӑнмашкӑн мӗн кирлине йӑлтах пире Унӑн турӑлӑх хӑвачӗ панӑ.


Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ.


Туррӑн кунӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗр. Ҫав кун вут хыпса илнӗ тӳпе арканӗ, ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пайрӑмӗсем ирӗлсе кайӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ