10 Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ.
Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.
Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».
Ҫакна астӑвӑр: вӑрӑ хӑш вӑхӑтра килессе пӗлсен кил хуҫи сыхӑ тӑрӗччӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ.
Турӑ пултарнӑ тӗнче тӗлсӗрлӗхе хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнман, ӑна пӑхӑнтарнӑ Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. Анчах та Турӑ пултарнин вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтӑлас, мухтава тата ирӗке Турӑ ачисемпе пӗрле пайлас шанчӑк пур.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ.
Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр.
Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫав юлашки кун сирӗншӗн вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухмӗ.
Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр.
Туррӑн кунӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗр. Ҫав кун вут хыпса илнӗ тӳпе арканӗ, ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пайрӑмӗсем ирӗлсе кайӗҫ.
Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ.
Тата хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсен вырӑнӗнчен пӑрахса кайнӑ ангелсем ҫинчен асилтерес тетӗп. Турӑ вӗсене аслӑ суд кунӗ валли ӗмӗрлӗх сӑнчӑрта, сӗм-тӗттӗмре усрать.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.
Унтан эпӗ ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре куртӑм, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи тӳпепе ҫӗр те, тинӗс те ҫукчӗ ӗнтӗ.
Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те.
Тӗрке пек чӗркенсе, тӳпе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен тапранса куҫрӗҫ.