9 Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.
Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
Анчах та эсӗ кутӑн, ӳкӗнес теместӗн, ху валли хӑвах ҫилӗ пуҫтаратӑн. Турӑ ҫиллин кунӗнче Унӑн тӳрӗ судне эсӗ курӑн-ха.
Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
Тепӗр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ пулса пурӑнас текенсене пурне те хӗсӗрлӗҫ.
Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ.
Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ.
Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ.
Тата хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсен вырӑнӗнчен пӑрахса кайнӑ ангелсем ҫинчен асилтерес тетӗп. Турӑ вӗсене аслӑ суд кунӗ валли ӗмӗрлӗх сӑнчӑрта, сӗм-тӗттӗмре усрать.
Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.