Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ.
Вӑл пурне те суд тума, Турра юрӑхсӑр мӗн пур ӗҫӗсемшӗн тата Турра хирӗҫ каланӑ мӗн пур хаяр сӑмахӗсемшӗн Хӑйне хисеплемен ҫылӑхлӑ ҫынсене айӑплама килет».
Тата эпӗ сире Содомпа Гоморра хулисем ҫинчен, ҫак хуласем пекех ҫут ҫанталӑка хирӗҫлесе асса пурӑнакан таврари ытти хуласем ҫинчен асилтерес тетӗп. Вӗсенчен тӗслӗх илекен ан пултӑр тесе Турӑ вӗсем ҫине сӳнми вут асапне янӑ.