4 Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ.
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
«Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана».
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм.
Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Енчен те Турӑ йывӑҫӑн чӑн турачӗсене хӗрхенмен пулсан, сана хӗрхенӗ тетӗн-и?
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?
Ангелсем вара, ҫынсенчен темӗн чухлӗ вӑйлӑрах, хӑватлӑрах пулин те, вӗсем ҫинчен Хуҫа Турӑ умӗнче хурласа, айӑпласа калаҫмаҫҫӗ.
Турра хисеплеменнисен авалхи тӗнчине те Вӑл хӗрхенмен, шыв илтернӗ. Турӑ ун чухне сакӑр чуна кӑна – тӳрӗлӗх ӳкӗтлевҫи Нойпа унӑн кил-йышне кӑна – упраса хӑварнӑ.
Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.
Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.
Вӗсем – хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе кӑпӑкланакан тискер тинӗс хумӗсем. Вӗсем – сӗм тӗттӗмлӗхре яланлӑха ҫӗтсе кайнӑ ҫӑлтӑрсем.
Тата хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсен вырӑнӗнчен пӑрахса кайнӑ ангелсем ҫинчен асилтерес тетӗп. Турӑ вӗсене аслӑ суд кунӗ валли ӗмӗрлӗх сӑнчӑрта, сӗм-тӗттӗмре усрать.
Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.