21 Чӑнлӑх ҫулне пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем каялла тавӑрӑнчӗҫ, хӑйсене шанса панӑ таса пил-хушусенчен пӑрӑнчӗҫ. Ҫапла хӑтланни чӑнлӑх ҫулне пачах пӗлменнинчен те начартарах.
Мӗншӗн тесен сирӗн патӑра тӳрӗлӗх ҫулӗпе Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те, эсир ӑна ӗненмерӗр. Налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӑна ӗненчӗҫ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та эсир ӗненесчӗ тесе ӳкӗнмерӗр».
Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ.
Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ.
«Енчен те эсир суккӑр пулнӑ пулсан ҫылӑхлӑ пулмӑттӑр. Анчах та эсир „куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑрпах юлать», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Ҫапла ӗнтӗ саккун таса, пил-хушусем те таса, тӳрӗлӗхлӗ, ырӑ.
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ.
Эсир хӑвӑра Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир мӗнле пил-хушусем панине пӗлсе тӑратӑр.
Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличченех хӑвна мӗн хушнине тасан та лайӑххӑн туса пурӑн.
Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть.
Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр.
Савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен манӑн питӗ ҫырассӑм килетчӗ. Анчах та эпӗ сирӗн патӑра Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӗрре тата яланлӑха панӑ ӗненӳшӗн кӗрешме ӳкӗтлесе ҫырас терӗм.