Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 2-мӗш 2:19 - Синодальный НЗ

19 Суя вӗрентӳҫӗсем вӗсене ирӗклӗх сӗнеҫҫӗ, хӑйсем вара – ирсӗрлӗх чурисем. Этем кама е мӗне пӑхӑнать, ҫавӑн чури пулать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 2-мӗш 2:19
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – ҫылӑха кӗрекен кирек кам та – ҫылӑх чури.


Унтан усал сывлӑш ернӗ ҫын тухатмӑшсем ҫине ҫав тери вӑйлӑн сиксе ӳкнӗ те вӗсене парӑнтарнӑ. Вара вӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ.


Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр.


Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр.


Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.


Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр.


Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла.


Иисус Христос Хуҫамӑра тата Ҫӑлаканӑмӑра пӗлнипе пӗрре ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлса тепре каллех ун ӑшне путакан, ирсӗрлӗхе пӑхӑнакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ