Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 2-мӗш 2:15 - Синодальный НЗ

15 Вӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса, ҫӗтсе кайнӑ. Вӗсем Восор ывӑлӗн Валаамӑн йӗрӗпех пыраҫҫӗ. Валаама вара тӳрӗ мар ӗҫшӗн илес парне илӗртнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 2-мӗш 2:15
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ку мирӑна пысӑк хакпа сутмаллаччӗ те укҫине чухӑнсене памаллаччӗ».


Анчах та таса мар ӗҫшӗн илнӗ укҫипе Иуда пӗр ана ҫӗр туянчӗ. Унӑн виллине те, питӗ хытӑ ӳкнипе вар-хырӑмӗ ҫурӑлса, ӑш-чикки тухса кайнӑскере, ҫав ана ҫинчех тупнӑ.


«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и?


Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ.


Хуйхӑ пулӗ вӗсене! Вӗсем Каин ҫулӗпех пыраҫҫӗ, мула хапсӑнса Валаам пек улталанаҫҫӗ, Корей пек кутӑнлашсах пӗтеҫҫӗ.


Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ