Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 2-мӗш 1:4 - Синодальный НЗ

4 Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 2-мӗш 1:4
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Турӑ шантарнисем Христосра пурте «ҫапла». Ҫавӑнпа та эпир Христос урлӑ Турра «аминь» тесе мухтатпӑр.


Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.


«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».


Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос.


Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.


Турӑ Ывӑлне ӗненсе, пӗлме тӑрӑшса, эпир пурте пӗр пуличчен, хамӑр та Христос пекех паха, аталанса ҫитнӗ арсем пуличчен ҫапла пулмалла.


ҫӗннине тӑхӑнтӑр. Турра пӗлес тесе эсир ҫӗнелсе, хӑвӑра Пултаракан евӗрлӗ пулса пыратӑр,


Ҫӗр ҫинчи аттесем пире хӑйсен тӗрӗслӗхӗпе вӑхӑтлӑха кӑна айӑпланӑ. Чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакан вара пире усӑ тӑвас тесе, Хӑйӗн сӑвапне парас тесе айӑплав хурать.


Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ.


Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.


Иисус Христос чуринчен тата апостолӗнчен Симон Петртан – Туррӑмӑрпа Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос тӳрӗлӗхне пула хамӑрпа танах паха ӗненӳ илнисене:


Анчах та Турӑ шантарнӑ тӑрӑх эпир ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтетпӗр, унта тӳрӗлӗх пулӗ.


Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет.


Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.


Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ