Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп.
Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ.
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.
Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.
Иисус Христос Хуҫамӑра тата Ҫӑлаканӑмӑра пӗлнипе пӗрре ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлса тепре каллех ун ӑшне путакан, ирсӗрлӗхе пӑхӑнакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.
Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.