Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 2-мӗш 1:21 - Синодальный НЗ

21 Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 2-мӗш 1:21
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Давид хӑй те, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама ҫапла каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“.


Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каласа пӗлтернӗ пекех,


Вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ, Павелӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вара пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайма тытӑннӑ. Павел ҫапла каланӑ пулнӑ: «Мӑн асаттемӗрсене Святой Сывлӑш Исаия пророк сӑмахӗсемпе питӗ аван каланӑ:


Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те.


Ун ҫинчен Святой Сывлӑш та ҫирӗплетсе пӗлтерет. Ҫырнинче ҫапла каланӑ:


Ҫавӑнпа та Святой Сывлӑш калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан,


Кӗлӗ чатӑрне ҫапла йӗркеленипе Святой Сывлӑш ҫакна кӑтартса парать: малти пӳлӗмӗ пур чухне Тасаран таса текен пӳлӗм уҫӑ мар-ха.


Христос курас асапсем ҫинчен, кайран Вӑл мухтава тухасси ҫинчен Христос Сывлӑшӗ пророксем урлӑ малтанах пӗлтернӗ. Вӗсем ҫакӑ хӑш вӑхӑтра, мӗнлерех пуласса пӗлме тӑрӑшнӑ.


Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ