20 Анчах та ҫакна малтанах пӗлсе тӑрӑр: Ҫырнинчи пророкла сӑмахсене никам та хӑй тӗллӗн ӑнлантарса параймӗ.
Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр.
Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах.
Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр.
Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли,
Турӑ чурине чунпа аталанса ҫитмешкӗн, ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулмашкӑн Ҫырни пур. Ӑна Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе ҫырнӑ. Ҫырни вӗрентме те, питлеме те, тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма та, тӳрӗ пурӑнмашкӑн ӳкӗтлеме те усӑллӑ.
Ӗненӗвӗре тӗрӗслени хӑвӑра чӑтӑмлӑх кӳнине эсир пӗлетӗр.
Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ.