Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 2-мӗш 1:19 - Синодальный НЗ

19 Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 2-мӗш 1:19
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ».


Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр.


Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».


чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».


Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ.


Мӗншӗн тесен ангелсем урлӑ пӗлтернӗ саккун ҫирӗп пулсан, ҫав саккунран иртсе айӑпа кӗнишӗн тивӗҫлӗ тавӑру илмелле пулсан,


«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат», – тенӗ Ҫырнинче. Енчен те эсир ҫак патшалла саккуна тытса пурӑнатӑр пулсан аван тӑватӑр.


Ҫав ҫӑлӑнӑҫ хӑҫан тата епле килессине пророксемех тӗплӗн тишкерсе тӗпченӗ. Эсир илес ырӑлӑх ҫинчен вӗсем малтанах каласа хунӑ.


Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать.


Вӗсем ӗненекенсем умӗнче сан юратулӑху ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерчӗҫ. Эсӗ вӗсене, Турра юрӑхлӑ пек, ҫул ҫине лайӑх пуҫтарса-хатӗрлесе яр.


Ҫӗнтерекене тата шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ парӑп.


«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ