Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.
Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.
Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.
Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара?