Ытти пирки вара эпӗ сире ҫакна каласшӑн: Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса савӑнӑр. Пӗр каланӑ сӑмахах тепре ҫырмашкӑн мана йывӑр мар, сире вара вӑл инкек-синкексенчен хӑтарса хӑварӗ.
Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать.
Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.
Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ.