10 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр.
Мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
Мӗншӗн тесен Турӑ панине тата чӗнсе илнине туртса илме ҫук.
Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».
Эпир сирӗнтен кашниех тулли шанчӑклӑ пулмашкӑн вӗҫне ҫитичченех ҫавнашкал тӑрӑштӑр тетпӗр;
Ҫав шанчӑк чунӑмӑрсемшӗн тӗрек евӗр; вӑл чаршав хыҫӗнчи Тасаран таса вырӑна та кӗрет.
Мӗншӗн тесен саккуна пӗтӗмӗшле пӑхӑнса пурӑнсан та, пӗр-пӗр пил-хушӑва пӑссан, эсир пӗтӗм саккуна пӑсатӑр.
Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать.
Хамӑра мухтавӗпе тата ырӑлӑхӗпе Чӗнсе илекене пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пынӑ пирки Турра хисеплесе пурӑнмашкӑн мӗн кирлине йӑлтах пире Унӑн турӑлӑх хӑвачӗ панӑ.
Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр.
Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтсе, Турӑ умне ирсӗрленмесӗр те ҫитменлӗхсӗр, ҫураҫуллӑн тӑрасчӗ тесе тӑрӑшӑр.
Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫаксем ҫинчен сире малтанах систернӗ. Эппин, йӗркесӗр ҫынсен суйи хыҫҫӑн каясран, хӑвӑра вӗрентнинчен пӑрӑнасран асӑрханӑр.
Сире ӳкесрен упраса хӑварма, ҫитменлӗхсӗр те савӑклӑскерсене Хӑйӗн мухтавӗ умне тӑратма пултаракан,
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.