7 Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр.
Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ?
Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ,
Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр.
Иисус киммӗн хыҫалти пайӗнче пуҫелӗк хурсах ҫывӑрнӑ пулнӑ. Ӑна вӑратса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир пӗтсен те Сана пурпӗрех-им?»
«Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр.
Ҫапла вара, пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн кулянатӑр эппин?
Тара тытнӑ ҫын вӑл тара тытнӑ ҫынах, сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть, тарать.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.