6 Ӗнтӗ Туррӑн вӑй-хӑватлӑ алли умӗнче пуҫӑрсене тайӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн Вӑл сире ҫӳле ҫӗклӗ.
Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
вӑйлисене престолӗсем ҫинчен сирпӗтсе антарчӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ,
Астӑвӑр, хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хураканни асла тухӗ».
Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ».
Эпир халсӑр чухне Христос пирӗншӗн, Турра хисеплемен ҫынсемшӗн, палӑртса хунӑ вӑхӑтра вилнӗ.
Хуҫа Туррӑмӑра пирӗн кӗвӗҫтерсе тарӑхтарас килет-ши? Эпир Унран вӑйлӑрах-им вара?
Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине
Хуҫа Турӑ умӗнче мӗскӗн пулӑр, Вӑл вара сире асла кӑларӗ.
Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ.
Эй, тӑвансемӗр! Асапсене тӳсмешкӗн, чӑтӑмлӑ пулмашкӑн эсир Хуҫамӑр ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр.