5 Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.
Эсир унашкал ан пулӑр. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, хуҫи те тарҫӑ пек пултӑр.
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.
Турӑран хӑраса, пӗр-пӗрне итлесе пурӑнӑр.
Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр.
Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх.
Ватӑ ҫынна ӳпкелешмесӗр, аҫу вырӑнне хурса, ҫамрӑксене шӑллу вырӑнне хурса ӳкӗтле.
Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр.
Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».
Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр.
Христос сирӗншӗн ӳт-пӗвӗпе епле асап курнӑ, эсир те ҫаплах, ҫав шухӑш-кӑмӑлпах ҫирӗпленӗр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗпе асап куракан ҫылӑха кӗме пӑрахать.
Ӗнтӗ Вӑл чӗррисене те, вилнисене те суд тума хатӗр, вӗсем Унӑн умӗнче явап тытӗҫ.