11 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.
Мӗншӗн тесен пурне те Вӑл пултарнӑ, пурте Ун урлӑ тата Уншӑн пурӑнать. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.
Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.
Хӑйӗн Ашшӗ, Туррӑмӑр, умӗнче пире патшалла священниксем тунӑ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та хӑватлӑ пултӑр! Аминь.
Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!»