Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 4:5 - Синодальный НЗ

5 Ӗнтӗ Вӑл чӗррисене те, вилнисене те суд тума хатӗр, вӗсем Унӑн умӗнче явап тытӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 4:5
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа та калатӑп сире: асӑрханмасӑр каланӑ кашни сӑмахшӑн суд кунӗнче ҫынсен явап тытмалла пулӗ.


Вара хуҫи ӑна чӗнтернӗ те: „Сан ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм. Ман пурлӑха епле упрани ҫинчен явап пар, текех ӗнтӗ эсӗ кил-ҫурт пӑхса тӑмӑн“, – тенӗ.


Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ.


Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».


Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те.


Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп:


Эй, тӑвансем! Айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелешӗр. Ӗнтӗ Суд тӑваканӗ алӑк умӗнчех тӑрать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ