18 Тӳрӗ пурӑнакан ҫын аран-аран ҫӑлӑнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, ҫылӑхлине мӗн кӗтет?
Пӗррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн пынӑ.
Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ?»
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
„Павел, ан хӑра, – терӗ ҫав ангел. – Санӑн император умне тӑмалла, ҫавӑнпа Турӑ, сана хӗрхенсе, карап ҫинчисене пурне те хӑтарӗ“.
Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр».
Турра хисеплеменни тата этем йӗркесӗрлӗхӗ чӑнлӑха пусарса тӑрать. Унашкал ҫынсем ҫине тӳперен Турӑ ҫилли анӗ.
Эпир халсӑр чухне Христос пирӗншӗн, Турра хисеплемен ҫынсемшӗн, палӑртса хунӑ вӑхӑтра вилнӗ.
Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ. Ҫапла майпа Турӑ пире Хӑй епле юратнине кӑтартса панӑ.
Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр.
Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли,
Ҫапла вара асӑрханар: Турӑ Хӑйӗн канӑҫлӑхне кӗртме сӑмах пани вӑйра тӑнӑ чухне сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗмешкӗн кая ан юлтӑрччӗ.
Эсир Тӳррине айӑп хурса вӗлертӗр, Вӑл вара сире хирӗҫ тӑмарӗ.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.
Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ.
Вӑл пурне те суд тума, Турра юрӑхсӑр мӗн пур ӗҫӗсемшӗн тата Турра хирӗҫ каланӑ мӗн пур хаяр сӑмахӗсемшӗн Хӑйне хисеплемен ҫылӑхлӑ ҫынсене айӑплама килет».