Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ.
Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.
мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.
Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.
Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.