15 Сирӗнтен пӗрин те вӗлерсе е вӑрласа, е усал туса, е ҫынӑнне хапсӑнса айӑпланмалла ан пултӑрччӗ ҫеҫ.
Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ.
Ӗненменнисем хӑвӑра хисеплеччӗр тесен, ҫителӗклӗ пурӑнас тесен, эсир лӑпкӑн, хӑвӑр ӗҫӗрпе пурӑнӑр. Эпир сире хушнӑ пек, хӑвӑра мӗн кирлине хӑвӑр ӗҫлесе илӗр.
Анчах та сирӗн патӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗҫлеме ӳркенеҫҫӗ, ӗҫрен тарма тӑрӑшаҫҫӗ текен сас-хура пирӗн хӑлхана та кӗчӗ.
Тата вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса килрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.
Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.
Енчен те тӗрӗслӗхшӗн хур куратӑр пулсан, эсир телейлӗ. Усал тӑвакансенчен ан шикленӗр, ан хӑрӑр.
Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулсассӑн, эппин, ырӑ ӗҫшӗн асапланни усал ӗҫшӗн асапланнинчен аванрах.