13 Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр.
Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».
Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.
Эпир сире ҫирӗп шанатпӑр. Лӑплану илессе те эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама илетпӗр. Эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: хурлӑхра та, лӑпланура та эсир яланах пирӗнпе пӗрле.
Эпӗ хам та чиркӳ пуҫлӑхӗ, Христос асапӗсене куҫӑн кураканӗ. Вӑл тепре килсессӗн Унӑн мухтавне тивӗҫес ҫын пулнӑ май, сирӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсене йӑлӑнсах калатӑп: