12 Эй, савнӑ тусӑмсем! Хӑвӑра асап вучӗ пӗҫертсессӗн, мӗскер пулса иртет тесе ан тӗлӗнӗр – эсир асап витӗр тухса тӗрӗсленетӗр.
Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
кашнин ӗҫӗ юлашки кун палӑрӗ. Ҫав кун вутланса килӗ, вара кашнин ӗҫӗ мӗн тӗшне тӑни вутпа тӗрӗсленӗ.
Тепӗр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ пулса пурӑнас текенсене пурне те хӗсӗрлӗҫ.
Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп.
Халӗ вара вӗсем, эсир ӗлӗкхи пек вӗсемпе пӗрле ҫапла путсӗр пурӑнма килӗшменнинчен тӗлӗнсе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сараҫҫӗ.
Ҫирӗп ӗненӳпе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Ӗненекен тӑванӑрсем те пӗтӗм тӗнчипе ҫавнашкал асапах курнине асрах тытӑр.