1 Христос сирӗншӗн ӳт-пӗвӗпе епле асап курнӑ, эсир те ҫаплах, ҫав шухӑш-кӑмӑлпах ҫирӗпленӗр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗпе асап куракан ҫылӑха кӗме пӑрахать.
Иисус алли типнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: «Маларах тух-ха».
Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр.
Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?
Мӗншӗн тесен вилни ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлнӑ ӗнтӗ.
ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ.
Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ.
Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр.
Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла.
Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр.
Мӗншӗн тесен Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын, Турӑ Хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пекех, ӗҫӗсенчен канӑҫӗ.
Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ.
Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,