Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 3:7 - Синодальный НЗ

7 Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 3:7
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ.


Упӑшкин арӑмне юратса пурӑнмалла, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшкине юраттӑр.


Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех.


Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.


Сирӗнтен кашниех арӑмне хӑйне юратнӑ пек юраттӑр. Арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине хисеплетӗр.


Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.


Эсир те, упӑшкисем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе кӑра ан пулӑр.


Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек, ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн ан кайӑр, сирӗнтен кашниех тӳрӗ те чыслӑ пултӑр.


Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?


Эй, арӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах упӑшкӑрсене итлӗр. Вара, арӑмӗсем хӑйсене епле тыткаланине, Турӑран хӑраса тата таса пурӑннине курса, Ырӑ Хыпара йышӑнман хӑшӗ-пӗрин упӑшкисем пӗр сӑмахсӑрах ӗненме пуҫлӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ