5 Шӑпах ҫакнашкал илемпе пурӑннӑ та Турра шанакан сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗкрех: вӗсем упӑшкисене итленӗ.
Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ.
Вӗсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Турра кӗлтуса пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле унта темиҫе хӗрарӑм, Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ.
Иоппире Тавифа ятлӑ пӗр хӗрарӑм, Иисус вӗренекенӗ, пурӑннӑ. Тавифа тени «хир качаки» тени пулать. Ҫав хӗрарӑм яланах ырӑ тума тӑрӑшнӑ, чухӑнсене пулӑшнӑ.
Сирӗнтен кашниех арӑмне хӑйне юратнӑ пек юраттӑр. Арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине хисеплетӗр.
ырӑ ӗҫ туса палӑрччӑр. Турра хисеплекен хӗрарӑмсен ҫапла пулмалла та.
Анчах та хӗрарӑм ача ҫуратса ӳстерсе ҫӑлӑнма пултарать. Паллах, ҫӑлӑнас тесессӗн унӑн ӗненсе, юратса, таса, виҫине пӗлсе пурӑнмалла.
Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.
Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать.
Ӗненӗвне пула, ача туман Саррӑн, ватӑлнӑ пулин те, ҫие юлнӑ, ача ҫуралнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Шантараканӗ сӑмахне тытасси пирки иккӗленмен.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.