22 Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.
„Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“.
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
Давид хӑй те, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама ҫапла каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“.
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Давид хӑй вара псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Сан тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“.
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухрӗ пулсан, Турӑ та Хӑй урлӑ Ывӑлне мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ.
«Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.
Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.
Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн шанатӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, ҫӳлти сывлӑшсемпе хӑватсем те, хальхи те, пуласси те,
Мӗн пур пуҫлӑха, влаҫа, вӑй-хӑвата пӑрахӑҫласа, Христос Хӑйӗн Патшалӑхне Ашшӗне, Турра, парсан вара вӗҫӗ ҫитӗ.
Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать.
Тата Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар».
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр».
Христос вара, пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗрре парне кӳрсе, Туррӑн сылтӑм енне ӗмӗрлӗхех ларнӑ.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар.
Унта пирӗншӗн, Мелхиседек евӗр ӗмӗрлӗх Аслӑ священник пулса, пирӗн умран Иисус кӗнӗ.
Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ;
Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.